"Кӗрхи пуянлах" курав.

Тӗрлӗ пахча çимӗçпе улма-çырларан темӗн те ӑсталама пулассине чылайӑше тавçӑрмасть те.

Пирен «Шуçӑм» ача садӗнче кашни ушкӑнрах «Кӗрхи пуянлӑх»  курав  иртрӗ. Унта ачасемпе ашшӗ - амӑшӗн пултарулӑхне курма май пулчӗ. Ачасем çывӑх çыннисемпе  пӗрле тӗрлӗ сюжет калӑпланӑ. Вӗсене ят та панӑ. Тӗлӗнмелле илемлӗ ӗçсем ачасене хӑйсене те ача сачӗн ӗçченӗсене те тӗлӗнтерчӗç. Куравра çӗнтернисемпе выляса янисем çук- пур ӗç те хӑйне евӗр чаплӑ пулса тухнӑ. Маттурскерсен  шухӑшлавӗпе пултарулӑхӗ шучӗ çук.