Эпир ачасене тӗрлӗ инкекрен сыхлатпӑр. Шӑпӑрлансене пурнӑçӑн аслӑ çулӗ çине тӑратиччен ашшӗ-амӑшӗн, воспитательсен чун-чӗререн тӑрӑшмалла, хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнма вӗренмелле. Урамра мӗнле тытмаллине, çул паллисем мӗне пӗлтернине, хӑш вырӑнта çул урлӑ каçмаллине тӗплӗн ӑнлантарса памалла, светофорпа паллаштармалла. Çак ыйтусемпе «Шуçӑм» ача сачӗн воспитателӗсем тӑрӑшса ӗçлеççӗ. Йӗркене пӑхӑнма вӑйӑ урлӑ вӗрентеççӗ. Ачасем вара хӑйсем сисмесӗрех пурнӑç çулӗпе çирӗп утма ӑс -тӑн пухаççӗ.