Кӑмпасемпе паллашрӗç.

Пӗчӗккисен пурнӑçӗпе сывлӑхӗ, хӑрушсӑрлӑхӗ пӗтӗмпех аслисен аллинче. Çут çанталӑк пире усӑллипе, илемлипе, тутлипе тивӗçтерет, çав вӑхӑтрах сиенлинчен те асӑрханмалла. Ачасем килтен е ача садӗнчен тухсан наркӑмӑшлӑ ӳсен-тӑран, кӑпа тупасса шухӑшламастпӑр та. Шӑпах вӗсене пӗчӗкскерсем тутанса пӑхасшӑн. Наркӑмӑшлӑ кӑмпасем пирки пӗлменнипе инкек сиксе тухасси те аякра мар. Çиме юрӑхлӑ тата наркӑмӑшлӑ кӑмпасемпе паллаштарас тӗллевпе  воспитатӗлӗсем ушкӑнри ачасемпе занятисем ирттертӗмӗр. Шӑпӑрлансем кӑмпасем çинчен тимлӗ итленӗ хыççӑн ыйтусем  парса кӑсӑкланчӗç. Хӑшӗ-пӗри аслисемпе кӑмпара пулса курнине те каларӗ. «Çимелли тата наркӑмӑшли» вӑйӑра вӗсем шухӑшлавсене аталантарчӗç. Мӗншӗн тесен илемлӗ те илӗртӳллӗ,анчах наркӑмӑшлӑ кӑмпасене çиме юрӑхлинчен уйӑрса илме çӑмӑл пулмарӗ. Вӑйӑ хыçӑн кӑмӑла кайнисене хут çине касса ӳкерчӗç. Пурте тӑрӑшса ӗçлерӗç!