Пирӗн ача сачӗ «Тӑван чӗлхе-анне чӗлхи» республика проектне хутшӑнать

.

2020-мӗш çултан пуçласа «Шуçӑм» ача сачӗ республика шайӗнче иртекен «Тӑван чӗлхе-анне чӗлхи» проектра хутшӑнать. Ку проекта хутшӑнакан ача сачӗсем пирӗн районта тата та пур. Çак проектра хутшӑнакан воспитательсем нарӑс уйӗхӗн 5-6 числисенче черетлӗ курсра пултӑмӑр. Ку проект 5 çула тӑсӑлать. Çак вӑхӑтра пирӗн ачасем, вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем тӑван чӗлхе - анне чӗлхи пулнине туйса илессе шанатпӑр. Тумалли ӗçсем нумай.