Тĕлпулу

  1941 çулхи июнĕн 22-мěшěнче нимěç фашисчĕсем систермесěр пирĕн çĕршыв çине тапăннă, хуласене, ялсене аркатнă, сирпĕтнě, çунтара-çунтара янă. Совет халăхě кар тăрса Тăван çĕршыва хÿтěлеме çĕкленнě.

 

   Хаваслă хыпар: Çěнтерÿ! Çěнтерÿ!

Çут çиçěмĕн çиçрĕ Тăван çěршыв çийĕн.

Çынсем пěр-пĕрне саламлаççě хĕрÿ;

Урамсенче савăнăç,юрă сассийě.

 

    2020 çул –Астăвăмпа Мухтав  çулталăкě. Вăрçă пĕтнĕренпе 75 çул.

  Аслă Арапуçĕнчи «Шуçăм» ача садне эпир авган вăрçинче пулнă Павлов Пётр Аркадьевичпа Филиппов Николай Михайловича чĕнтĕмĕр.Вĕсем пире мĕнле авган вăрçине лекнине каласа пачĕç. Аслă Арапуçĕнчен вĕсем саккăрăн пулнă. Хăшĕ-пĕри паттăррăн çапăçса яланлăхах вăрçă хирĕнче юлнă. Вăрçăра пуç хунă юлташěсем хăйсен асěнчен тухманнине пĕлтерчěç. Темле йывăр пулсан та вĕсем малаллах талпăннă. Ачасем вěсен кăкăрĕ çинчи медалěсене тытса пăхрěç.Килнĕ хǎнасем çак медальсене мĕнле тивěç пулнине каласа пачěç.

.Юлашкинчен вăтам ушкăна тата аслă ушкăна çÿрекен ачасем хăнасене юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Аслисем пулас салтаксене çирĕп вăй-хал, спортпа туслă пулма сунчĕç.

     Пирĕн, çамрăксен, ирĕк пурнăçа сыхласа хăварассишĕн паттăрла çапăçма хатĕр пулмалла.Çак хаяр вăрçă çинчен самантлăха та манмалла мар.

    Пултăр мир ĕмĕрех!!!