Эх ҫӑварни, ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи!

Чӑвашсем Ҫӑварние шавлӑ, хаваслӑ ирттернӗ.

Ҫак уяв вӑхӑтӗнче пурте пӗр-пӗрне икерчӗпе хӑналанӑ. Ҫамрӑксем хитрелетнӗ лашасемпе ярӑннӑ, ҫӑварни юррисем юрланӑ, тӗрлӗ ӑмӑртусенче хутшӑннӑ.

Халӗ те ҫак йӑла-йӗркесем манӑҫа тухмаҫҫӗ. Первомайски «Шуҫӑм» ача сачӗнче ҫак уява ҫулленех паллӑ тӑваҫҫӗ.

Эрнипех шӑпӑрлансем ҫак уява хатӗрленчӗҫ, сӑвӑ-юрӑсем вӗренчӗҫ, чӑтӑмсӑррӑн ҫак куна кӗтрӗҫ.

Нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче хӗле ӑсатса ҫуркуннене кӗтсе илме садик ӗҫченӗсемпе ачасем ача сачӗ умне тухрӗҫ. Хӗр ачасем хӑйсен шерепеллӗ хитре тутӑрӗсемпе уяв илемне кӗртрӗҫ. Арҫын ачасем те ӳркенмесӗр капӑрлатнӑ ҫунашкасем ҫак уява илсе килнӗ. Авалтанах ҫунашкапа ярӑнас йӑла пулнӑ. Ачасемпе пӗрле воспитатель Камышова Н.Н. тата воспитатӗле пулӑшаканӗ Елова О.Г. ҫӑварни юррисем юрларӗҫ, халӑх вӑййисене вылярӗҫ.

Епле ҫӑварни уявӗ  икерчӗсӗр иртӗ?  Тутлӑ та ҫуллӑ икерчӗпе пире ҫак ача сачӗнче ӗҫлекен повар Лукина О.И. сӑйларӗ.

Ачасем уҫӑ сывлӑшра выляса, чупса савӑнчӗҫ.

Ҫакӑн пек уявсене ирттерни чӑваш халӑхӗн йӑла-йӗркисене манма памаҫҫӗ.

Ҫӑварни уявӗ ачасен асӗнче нумайлӑхах юласса шанас килет.