Урамра уçӑлса çӳрени ачасемшӗн питӗ усӑллӑ. Шӑпӑрлансем пӗр-пӗринпе хутшӑнаççӗ, тавра курӑма аталантараççӗ,сӑнаççӗ. Пирӗн «Шуçӑм» ача садне çӳрекенсем те уçӑ сывлӑшра çӳреме кӑмӑллаççӗ. Урамра вӗсем пӗр вырӑнта лармаççӗ: выляççӗ, чупаççӗ,сикеççӗ терле тесле сулса пустарасе тата ытти те. Кашни кун уçӑ сывлӑшра çӳрени организма усӑ кӳрет, иммун тытӑмне вӑйлатать. Çанталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те уçӑлма тухмалли пирки тухтӑрсем час-часах асӑрхаттараççӗ. Ачасене урамра килӗшет, вӗсен кӑмӑл-туйӗмӗ те хӑпартланать.