"Пĕтĕм чăваш диктанчĕ -2022" акци.

"Пĕтĕм чăваш диктанчĕ -2022" акци.



               Мухтавлӑ ентешсен çулталӑкне тата Чӑваш чӗлхи кунне халалласа ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ − 2022»  акци  иртрӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ – чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстересси. Первомайскинчи"Шусам"ача сачĕнче ĕçлекенсем те  акцие хастар хутшăнчĕç. Тăван чĕлхене хисепленине палăртса диктант çырма ларчĕç.
       Диктант  валли кăçал  Константин Петров паллă çыравçăн «Сенкер çăлтăр»   хайлавĕ тăрăх хатĕрленĕ текста суйласа илнĕ. «Уçлăхра – икĕ космонавт»  ятпа йĕркеленĕ диктанта   кăмăлпах çырчĕç. Андриян Николаев космонавт чăваш халăхне мухтава каларнишĕн мăнаçланнине те палăртса хăварчĕç. Диктант çыракансем тивĕçлĕ балсем  илчĕç.